Дата рождения: 1925-11-15
Место рождения: Шумерлинский район, д. Тарн-Сирма
История трудового подвига:
Степанова (Максимова) Елена Михайловна 1925 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районне кӗрекен Тарӑн Ҫырма ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансанах ялти 3 хӗре Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗррине шашкӑ ҫапма янӑ. Йывӑҫ касса метӑра яхӑн пӗрене татӑкӗсене ҫул ӑшне ҫапса лартса машинсем ҫӳремелли ҫул тунӑ. Ӑна пӗтерсен Шупашкара поезд ҫулӗ тума янӑ. Кун хыҫҫӑн ноябрь уйӑхӗнче 3 хӗре лашапа Сӑр хӗррине леҫсе хӑварнӑ. Унта танк каҫмалла мар 5 м сарлакӑш, 3 м тарӑнӑш канавсем чавтарнӑ. Кашнин кун ҫын пуҫне 2-3 кубометр ҫӗр утмалла пулнӑ. «Ҫӑпатасем шӑнса пӑрланатчӗҫ, портянкӑсем йӗпенеҫҫӗ. Ҫапах та нормӑна тултармасӑр ӗҫ пӑрахман. Ҫӗр каҫма ҫывӑхри ялсене вырнаҫтарнӑ. Пӗр килте 3-4 ҫын урайӗнче выртаттӑмӑр» – каласа парать Елена Михайловна.
Сӑр хӗрринчен таврӑнсан, 1942 ҫулта колхозра ашшӗпе пӗрле лашасем пӑхнӑ. Ашшӗне вӑрҫа илсе кайсан, 1942-мӗш ҫулхи март уйӑхӗнчен пуҫласа 1946-мӗш ҫулччен бригадир пулса ӗҫленӗ. «Кунта вара окоп чавнинчен те йывӑртарахчӗ» – аса илет Елена Михайловна. Тырри-пуллине ҫитӗнтерсе фронта ӑсатмалла, лашисене тупса ямалла, чӑлха-нуски пуҫтарса памалла. Ҫамрӑк хӗре пурте итлесшӗнех те пулман.
Вӑрҫӑ чарӑнсан, 21 ҫулхи ҫамрӑк хӗре фронтран таврӑннӑ ял каччи Степанов Григорий Трофимович куҫ хывать. 1946-мӗш ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче вӗсем пӗрле ҫемье ҫавӑрса 6 ача ҫуратаҫҫӗ.
Степанова Елена Михайловна – нумай ача амӑшӗ, Тылпа Ӗҫ ветеранӗ, 95 ҫул тултарса 96 пусрӗ, Тарӑн Ҫырма ялӗнчех пурӑнать.
Автор: унӑн кӳрши Давыдова Надежда Кирилловна.
Помогите рассказать всему миру о героях, которые принимали участие в строительстве Сурского и Казанского оборонительных рубежей
Spelling error report
The following text will be sent to our editors: