Самарина-А.Н. (1)

Дата рождения: 1924-02-12
Место рождения: с. Тарханы Батыревского района Чувашской АССР

История трудового подвига:
Нăйкăшман, чăтнă

Самарина Агафия Николаевна 1924 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче Патăрьел районне кĕрекен Турхан ялĕнче çуралнă. 1932 çулта ялти шкула вĕренме кайнă.

– Эпир 9-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн аслă Аттелĕх вăрçи пуçланчĕ(çырнă хăйĕн аса илĕвĕнче Агафия Николаевна). Ял çыннисемпе пĕрле çав çул тырпул пухса кĕртнĕ çĕрте ĕçлерĕмĕр. Октябрь уйăхĕнче Сăр хĕррине илсе кайрĕç. Лавсем çине япаласене тиерĕмĕр, хамăр лавсем хыççăн утрăмăр. Киря станцине çитсен пире çамрăк тесе, каялла ячĕç. Шкулта ĕçлекен техничкăсене пурне те вăрман касма илсе кайнă пулнă. Çапла вара шкул çуртне те хамăрăнах хутса тăма тиврĕ.

Ноябрь уйăхĕнче, çын çитмен пирки, пире каллех Сăр шывĕ хĕррине илсе кайрĕç. Пурăнасса çĕр айĕнчи бараксенче пурăнаттăмар. Ĕçе 7-8 çухрăм çуран каймаллаччĕ. 1941-1942 çулсенче çанталăк питĕ сивĕччĕ.
Каçхине ĕçрен ывăнса таврăнаттăмăр. Хăш-пĕр чухне апат çимесĕрех çывăрса каяттăмăр. Çапла икĕ эрне ĕçленĕ хыççăн хĕр-тантăшпа киле кайма шут тытрăм. 50-60 çухрăм çуран утса каçхине киле çитрĕмĕр. Ку вăхăтра ман аттене колхоз председательне лартнă пулнă. Пирĕн атте питĕ тÿрĕ çынччĕ. Ирхине вăл каялла ĕçе каймалли çинчен лăпкăн çеç пĕлтерчĕ. Анне, шывланнă куçĕсене шăлса, çапла каларĕ: «Хĕрĕм, çынсем пурте килмесĕр, вилсен те ан кил», – терĕ. Сăр хĕрринче тата уйăх çурă ĕçлерĕмĕр. Ĕçлесе пĕтерсен митинг ирттерчĕç. Ун хыççăн çĕрлех киле тухса утрăмăр.

Сăр шывĕн сылтăм çыранĕ хĕррипе танксене хирĕç 2-3 метр çÿллĕш стенасем туса лартрăмăр. Мĕн чухлĕ ДОТсем туман-ши унта? Траншея та чавнă. Çанталăк питĕ сивĕччĕ. Миçе хутчен пит-куçа тăм илмен-ши?
Ĕçлесе таврăннă хыççăн, кăрлач уйăхĕнче, 10-мĕш класра вĕренме пуçларăмăр. Çак çулхине аттене вăрçа илсе кайрĕç, çур çултан вăл хыпарсăр çухални çинчен хут килчĕ. Пирĕн çемье çине калама çук пысăк хурлăх йăтăнса анчĕ. Ял çыннисемпе пĕрле çул тунă çĕре кайрăм. Пирĕн бригадир кунта чирлесе ÿкрĕ. Ун вырăнне мана лартрĕç. Ĕç нормине ирттерсе тултартăмăр, вара пире иртерех ячĕç.

Килте 10 кун пулнă хыççăн Киряпа Буинск хушшинче разъезд тума кайрăмар. Кунтан килсен, юлташ хĕрачипе вĕренме кайма шут тытрăмăр.
Шупашкарта эпир хамăра вĕрентнĕ учителе тĕл пултăмăр. Вăл пире районта учительсем çитменни çинчен пĕлтерчĕ. Хăйĕнпе пĕрле района илсе килчĕ. Яла учительсем пулса таврăнтăмăр. Мана Нăрваш Шăхальне, тантăша Шăхач ялне ячĕç.

Кайран Хусанти университета вĕренме кĕтĕмĕр. Анчах услови çуккипе ăна вĕренсе пĕтерме тÿр килмерĕ, çапах таĕçлеме пăрахмарăмăр. Çĕньялта та ĕçлеме тÿр килчĕ. Унта виçĕ çул ĕçлерĕм. Уроксем хыççăн, кашни кунах çĕкĕртсем тума каяттăмăр. Юлташ хĕрачипе киле кайнă чухне яланах ачасем, шкул çинчен калаçаттăмăр.

Çуллахи пĕр кун Çăл Атăкпа Çĕньял хушшинчи сăрта çитсен вăрçă чарăнни çинчен пĕлтĕмĕр. Ял варрине çитсен митинга хутшăнтăмăр. Мана килте 80 çулхи кукаçипе ватă анне тата икĕ йăмăк, шăллăм мăйран уртăнса кĕтсе илчĕç. Хăйсем питĕ савăннă. Вăрçă чарăнсан та анне «атте таврăнĕ-ха» тесе, хăйне хăй лăплантарса çÿрерĕ. Килте çимелли çук пулсан та, вăл кун мĕн тери савăннине нимĕнле сăмахпа каласа параймăн. Эх, мĕнле аван мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнма!

А.Н. Самарина, учительница, ĕç ветеранĕ ас илĕвĕнчен.

Патăрьел районĕ, Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕ.

heroes

Помогите рассказать всему миру о героях, которые принимали участие в строительстве Сурского и Казанского оборонительных рубежей

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.