Фролова-Т.А.

Дата рождения: 1921-01-09
Место рождения: с. Норваш Шигали Батыревского района Чувашской Республики

История трудового подвига:

Аслă Çĕнтерÿ тылри ĕçченсен тĕлĕнмелле хастарлăхĕпе туптаннă
Вăхăт хăйĕн еккипех чупать, сисĕнмесĕр иртет. Иртнĕ çул эпир Аслă Çĕнтерÿ çитнĕренпе 75 çул çитнине паллă турăмăр. Ăна фронтри салтаксемпе пĕрле тылри ĕçченсен тĕлĕнмелле хастарлăхĕ те туптани паллă. Çав шутра вăй питти хĕрсемпе хĕр арăмсем Улатăр тăрăхĕнче окопсем чавма хутшăнни те – историри манăçми пулăм. Кăçал ку хÿтĕлев чиккине тума пуçланăранпе 80 çул çитнине паллă таватпăр эпир. Нимĕç çарĕсем Мускав патне çывхарса пынă май Сăр тăрăхĕнче хăйне евĕр оборона чикки йĕркеленĕ. 1941 çулхи кĕр питĕ сивĕ, 40 градус е ытларах та пулнине пăхмасăр этем чăтайми условисенче те хуçăлман, вĕсем ĕçленĕ, нăйкăшакан пулман. Кунсерен 85 пин çын тĕп ĕç хатĕрĕсене – лума, кĕреçене алăран ямасăр хăйĕн тÿпине хывнă кунта. Вăрçă асапне чăтса ирттернĕ çынсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăн. Йывăр пулнă вĕсене, анчах çакна кăтартмаççĕ вĕсем. Тăраниччен çăкăр çиеймен вĕсем, анчах пĕрре те ÿпкелешмеççĕ. Вăрçă вĕсен асĕнче тарăн йĕр хăварнипе пĕрле кăмăлне çирĕплетнĕ, пурнăçа хаклама вĕрентнĕ. Чăн йывăрлăх пирки, паллах, ватă кинемейсем çеç каласа пама пултарĕç. Шел пулин те, вĕсен йышĕ çулсерен чаксах пырать. Анчах та пиртен уйрăлса кайнисем те ывăлĕсемпе хĕрĕсен асĕнчен халĕ те тухмаççĕ. Вĕсен тĕлĕнмелле паттăрлăхĕ пирки ачисем хăйсен мăнукĕсене кала-кала парăççĕ, çав кунсен пĕлтерĕшне куç умне кăларса тăратма пулăшаççĕ.
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Фролова Татьяна Александровна пурăннă пулсан кăçал 100 çул тултармаллаччĕ. Шел пулин те, вăл 1917 çулта пиртен уйрăлса кайрĕ. Анчах та пĕртен пĕр хĕрĕн тата 4 мăнукĕпе 7 кĕçĕн мăнукĕн асĕнче вăл паянхи кун та чĕрĕ хальлĕн упранать. Ватă кукамăшĕн пурнăçĕ мĕн тери асаплă пулнине çамрăк ăрăва унăн пĕртен пĕр хĕрĕ – Лидия Георгиевна каласа парать,ачисемпе мăнукĕсене ун пекех чăтăмлă пулма тата йывăрлăха çĕнтерме вĕрентет.

– Манăн аннен, 1921 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă Фролова Татьяна Александровнан пурнăçĕ çав тери йывăр пулнă, – аса илет Лидия Георгиевна. – Вăл 12 çулта чухне пĕр шăллĕпе тата йăмăкĕпе хăр тăлаха тăрса юлнă. Асли пулнă май пур ĕç те ун çине тиеннĕ, унăн тата вĕсене те пăхмалла пулнă. Çамрăка кил-çурт тытса пырасси, паллах, çамăл пулман. Пÿрт-çурта хутса ăшăтасси те, кĕçĕннисене апатпа тивĕçтересси те ун çинчех пулнă. Юрать-ха кÿршĕсем, тăвансем пулăшкаланă. Хăш чухне палламан çынсемех вĕсене пулăшу панă.

Пĕррехинче, вăл вун виçĕ çулта чухне, йăмăкĕпе иккĕшĕ колхозран лаша илсе хĕл варринче, вутă пĕтсе çитнине пула, вăрмана вутта тухса каяççĕ. Вăрманта чылай вăхăт хушши хăрăк-турат шыраса çÿреççĕ, анчах та юр айĕнче нимĕн те тупаймаççĕ. Кайсан-кайсан пĕрисем вутă хатĕрлесе хунине кураççĕ те хăйсен çуни çине çавсене тиеме пуçлаççĕ. Пĕр лав тиесе каялла киле килме тухаççĕ. Анчах хăйсене хирĕç вутă хатĕрлесе хуракансем килнине кураççĕ. Хăйсенчен вутта туртса илесрен хăрама пуçлаççĕ çакскерсем. Анчах та лешсем ним сăмах хушмасăрах, курман пек иртсе каяççĕ вĕсенчен, тăлăхсене шелленĕ ахăр.

Сивве пула тата тăраниччен апат çисе курайманскерсене тиф чирĕ çакланать. Малтан йăмăкне, унтан аннене больницăна вырттараççĕ. Тăлăхсене больницăра пурте хĕрхенеççĕ, май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Телее, тухтăрсем çак хăрушă чиртен вĕсене хăтарса хăвараççĕ.

Анне вун тăхăр çул тултарсан хăрÿшă вăрçă пуçланать. Кĕркунне, тăшман Мускав патне çитсен, ялти ытти çамрăксемпе пĕрле ăна та Сăр тăрăхне окоп чавма илсе каяççĕ. Килте вара йăмăкĕпе шăллĕ хăйсем çеç юлаççĕ. Канмалли кун пулман вĕсен. Çил-тăман алхасать-и, пите сивĕ чĕпĕтет-и – кĕреçе йăтса ĕçлеме кайнă. Шăннă çĕре лумпа та кувалдăпа катнă. Тăхăнмалли тум-тир питĕ начар пулнă, çавăнпа 40 градуса яхăн сивĕре ĕçлеме çав тери йывăрччĕ тесе ялан каласа паратчĕ вăл. Çĕр ăшĕнчен тухакан ăшă тăпра урасене кăштах ăшăтатчĕ те – ывăнни те, шăнни те часах иртсе каятчĕ тесе аса илетчĕ анне. Хăш чухне вут чĕртсе çĕре ăшăтаттăмăр, тум-тирсене типĕтеттĕмĕр. Çавăн чухне кăштах канса илме май та тупăнатчĕ. Çапах чăтнă пĕрре те нăйкăшман тетчĕ. Унтан таврăнсан Улатăр районне вăрман касма илсе каяççĕ çамрăк хĕре. Хĕлĕпе ĕçлеççĕ вĕсем унта. Киле таврăнсан та нумай кантармарĕç, йăмăкпа иксĕмере ФЗОна вĕренме илсе кайрĕç тетчĕ аннем. Хăйсене çиме Канаша çити метекпе туртса çĕр улми, кăштах какай туртса кайни пирки калатчĕ.
Хăйĕн пурнăçне йăмăкĕпе шăллĕшĕн пурăнса ирттерет Татьяна Георгиевна. Вĕсене çын хушшинче çын пек курăнччăр тесе вĕсемшĕн ĕçлет, качча кайман вăл. Вăрçă хыççăн та кунне-çĕрне пĕлмесĕр колхозра тăрăшнă. Йăмăкĕпе шăллĕ çемье çавăрсан çеç вăтăр çултан иртнĕ хĕр хăйне юлташа мана çуратнă. Хамăн анне çавăн пек хастар пулнишĕн эпĕ мухтанатăп, ун пек пулма тăрăшатăп. Мăнуксем те, кĕçĕн мăнуксем те хастар пулччăр тетĕп, йывăрлăха çĕнтерме вĕренччĕр тесе ват кукамăшĕ çинчен час-часах каласа паратăп.

Павлова Нина Ивановна, Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

heroes

Помогите рассказать всему миру о героях, которые принимали участие в строительстве Сурского и Казанского оборонительных рубежей

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.