IMG-f96b73a4b881e8751dc5e4ba009a3690-V

Дата рождения: 1926-03-11
Место рождения: Канашский район, д. Ближние Сормы

История трудового подвига:

Козлова (Ильина) Евдокия Ильинична 1926 çулхи пуш уйӑхӗн 11-мĕшĕнче Канаш районне кĕрекен Тури Сурӑм ялĕнче нумай ачаллӑ ҫемьере çуралса ӳснӗ.

1941 ҫулта вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Октябрь уйăхĕнче Сăр хĕрринче хӳтӗлев рубежӗ тума пуҫланӑ. Унта 17 ҫултан аслӑрах мӗнпур вӑй питти ҫынсене, хӗр арӑмсемпе хӗрсене явӑҫтарнӑ. 15 ҫулхи Евдокия, амӑшӗ чирлӗ пулнӑ пирки, ун вырӑнне хӑй кайма шутланӑ, анчах та ӑна, ҫамрӑк тесе, илесшӗн пулман. Ноябрь уйăхĕнче, çын çитмен пирки, ӑна та Сăр шывĕ хĕррине Киря таврашне вӑрман каснӑ ҫӗре янӑ. Уринче ҫӑпата, ҫӑм тӑлла, сӑхман, тиртен ҫӗленӗ шӑлавар пулнӑ.
«Ҫĕр каҫма ҫывӑхри яла вырнаҫтарса тухрӗҫ. Мана, ҫамрӑкрах пулнӑ пирки, апат пӗҫерме яратчӗҫ. «Ай-уй! Етук яшки мӗнле тутлӑ шӑршлӑ!» – тесе хавхалантаратчӗҫ вара мана. Ҫав ҫул хӗл чӑтма ҫук сивӗччӗ. Мӗн чухлӗ ҫамрӑк ҫын шӑнса хӗне каймарӗ пуль ҫав вӑхӑтра! Теприсен тӑхӑнмалли тумӗсем лайӑх та, ӑшӑ та пулман. Ҫӳхе кӗпе-йӗмӗсем ӳт ҫумне пӑрлансах ларатчӗҫ. Мана вара атте ҫӗлесе панӑ тир шӑлавар хӑтарса хӑварчӗ шартлама сивӗсенчен», – аса илсе каласа паратчӗ Евдокия Ильинична. Вӑл 93 ҫула кайсан, сентябрӗн 30-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлчӗ.
Е.И.Козлова, тӗрлӗ медальсене тивӗҫнӗ Тылпа Ӗç ветеранĕ, аса илĕвĕнчен.
Канаш районĕ, Тури Сурӑм ялĕ.

heroes

Помогите рассказать всему миру о героях, которые принимали участие в строительстве Сурского и Казанского оборонительных рубежей

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.