бабушка-Ксения-на-ярмарке-1937гдержит-на-руках-дядю-Мишумама-в-7-кл-рядом-родственницаАкулина-сдочерью-Клавдией-—-копия

Дата рождения: 1922-11-26
Место рождения: село Сугуты Батыревского района Чувашской АССР

История трудового подвига:

101-мĕш уйрăм батальон йышĕнче çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕленĕ Чăваш Енĕн пикисен пысăк ушкăнĕнче пирĕн районти Сăкăт ял хĕрĕ, юлашки çулсенче Шупашкарта, тĕрĕсрех, аэропорт çывăхĕнчи пĕр ялта аслă хĕрĕ Валентина патĕнче пурăнакан Мария Николевна Артамонова (упăшкин хушамачĕпе – Никифорова) та пулнă. (Сăкăтра халĕ Аслă вăрçа чăн-чăнах хутшăннă салтаксенчен пĕр вăл кăна юлчĕ.) Ялтан кайнă пулсан та, унта тăтăш килсе çỹреймесен те ăна “Почта Маюкĕ” е “Почта Маюк аппа” тесен нумайăшĕ лайăх паллать, ас тăвать. Çав шутра çак йĕркесен авторĕ те. Мана тесен, вăл аттепе иккĕмĕш сыпăкри тăван та – пиччĕшĕпе йăмăкĕ – пулнипе уйрăмах çывăх. Ашшĕне Ляркка Микули тенĕ. Кунсăр пуçне ăна тата тепĕр хушма ят та панăччĕ – “Живем Микула”. Кунăн хăйĕн пĕчĕк историйĕ пур. Николай Ларионович – пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă çын. Хутшăннă кăна та мар, хастар çапăçнă паттăр: вăрçăран кăкăрĕ çине салтаксене паракан чи пысăк наградăсене, Георги хĕресĕн тăваттăмĕш тата виççĕмĕш степеньлĕ медалĕсене çакса килнĕ. Чăваш арĕ тĕнчере çỹресе вырăсла та перкелешме вĕренсе килнĕ курăнать, “Живем по всем правилам”, тесе мухтанкаланă теççĕ. Вăт çавăнтанпа шăл йĕренсем тăрăхлакаланă та пулĕ: “Шивьем”. Пĕр шутласан, ячĕ лайăхах та темелле, кỹрентерекенни мар. Ылтăн алăллă çын пулнă вăл вăхăтĕнче, хăть мĕн тытсан та чаплă япала тунă: сĕтел-тĕк – сĕтел, урапа-çуна-тăк-урапа-çуна, хапха-тăк – хапха… Ăста платник! Вăт çак Микула çемйинче 1922 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче çуралнă та пирĕн Маюк. Ун хыççăн тата икĕ хĕрпе пĕр ывăл та çут тĕнчене килнĕ Артамоновсен.

Ялта çичĕ класс пĕтерсен Маюк хир урлă сакăр çухрăмра вырнаçнă Шăнкăртам шкулне çỹреме тытăнать. Чылайăшĕ ун чухне ывăл-хĕрĕ çиччĕ вĕреннипех пуç тỹпине çитиччен çырлахнă. Ют ял вăл самай тăкаклă шутланнă: пурăнма хваттер тытмалла, вĕреннĕшĕн тỹлемелле… Унсăр пуçне хĕр-упраçа аякка яма те шикленнĕ. Усал-тĕсел ĕрчевлĕ – уçă хирте тем курас пур. Анчах ашшĕ ăнланнă- вĕреннĕ çыншăн кăна ăçта та çул уçă!

Маюк çапла Шăнкăртама, ун чухне вăл – Чкаловски (Патăрьел) район центрĕ (малалла вĕренес текенсем пурте унта кайнă) – виçĕ çул çỹренĕ. Малаллахи ĕмĕт – медицина училищине кĕресси. Анчах унăн вĕçес çуначĕсене тỹрех пусарма тивнĕ – хĕрсех экзаменсем панă, паян-ыран алла аттестат тытмалла чухне нимĕç фашисчĕсем пирĕн çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

Вун саккăрта пыракан хĕр текех ашшĕпе амăш ĕнси çинче ларасшăн мар ĕнтĕ – хăйне валли хăйех пурнăç çулне шырать – районти çыхăну узелне телефонисткăна ĕçлеме вырнаçать. “Атте мана питĕ тухтăра вĕренме ярасшăнччĕ. Анчах вăрçă вăхăтĕнче ăçта унта хулана каясси! Çавăнпа шкул пĕтернĕ хыççăн эпир тăватă хĕр райцентрти организацисем тăрăх ĕç шырама кайрăмăр. Ăнчĕ пире. Пĕри çу заводне бухгалтера кĕчĕ. Мана почтăна ученицăна сĕнчĕç. Виçĕ уйăх çĕрле 12-рен пуçласа ирхине саккăрччен 100 номерлĕ коммутатор умĕнче ларма тиврĕ, унтан тĕп ĕçе куçарчĕç”, – аса илет çав вăхăта Маюк аппа.
Хура кĕркунне çĕршыв пысăк хăрушлăха кĕрсе ỹкнĕ – фашистсем Мускав патнех çитсе тăнă. Гитлер йыттисем çĕршывăн тĕп хулине илнипе кăна лăпланасшăн мар-ха, вĕсем малалла кайса Архангельск -Хусан – Астрахань лини çинех тухасшăнни те паллă. Çакна нимĕç самолечĕсем Атăл тăрăхне çитме, фронтран инçе-инçе шутланакан хуласем (Чулхула, Козьмодемьянск…) çине бомбăсем пăрахма тытăнни те аван çирĕплетет. Çапла 1941 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче нимĕçсен пĕр тимĕр “çăханĕ” каçхине сакăр сехетре Шупашкар тĕлне вĕçсе çитет, явăна-явăна ватă хулана тата Атăл леш енчи Сосновка поселокĕ тĕлне пĕрер центнер таякан 20 бомба (22 тени те пур) тăкса хăварать. Çак тĕслĕхе ун чухне вăрттăнлăхра тытнă. Халĕ чатăра сирнĕ ĕнтĕ. Нимĕç самолечĕ бомбăсем пăрахнине пула чылай çурт-йĕр ишĕлнĕ. Ку çеç те мар-ха хăрушши! Сирпĕнсе сиенленнĕ çĕрте икĕ çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă тата 16-ăн аманнă. Çапла вара вăрçă Чăваш Ене çитнĕ тесен те йăнăш мар.

Патшалăх хỹтĕлев комитечĕн çакăн пек лару-тăрура витĕмлĕ йышăнусем кăларма тивет. Вĕсенчен пĕри – нимĕç çарĕсемпе танкĕсене чарма (çитес пулсан, паллах) Сăр шывĕ хĕррипе хỹтĕлев рубежĕ тумалла. Ноябрьтех кунта хĕрỹ ĕçсем пуçланаççĕ. Хỹтĕлев тăрăхĕ кỹршĕллĕ Мари, хамăр Чăваш, унтан Мордва республикисем, Чулхула, Пенза тата Саратов облаçĕсем витĕр пыракан Сăр хĕррипе тăсăлнă. Ăна тума 17 çултан аслăрах мĕн пур халăха явăçтарма юранă. Çар объектне кĕске вăхăтра вĕçлеме палăртнăран пирĕн республикăран кăна хăш чухне ялпа хулара пурăнакан 85 пин çынна ĕçе кăларнă. Çапла вара 1941 çул вĕçĕнчи шартлама сивĕре питĕ кĕске тапхăрта (икĕ уйăхра) 380 çухрăма тăсăлакан рубежра 1607 дзот, 1490 çĕр пỹрт, çĕршер çухрăм окопсемпе траншейăсем, танксем каçайман хайхи тарăн канавсем тунă. Пурĕ вара (шутлăр-ха!) 3,5 миллион тонна ытла тăпра чавса кăларнă. Тылри халăхăн чăннипех те пысăк паттăрлăхĕ çакă. Пирĕн Маюк та чỹк тата раштав уйăхĕсенче стройкăна хастаррăн хутшăннă. “Çав çулхине хĕл питĕ ир килчĕ. Сивĕсем çитсен мана та районти комсомолецсен пĕр ушкăнĕпе окоп чавма ячĕç. Эпир Улатăр тĕлĕнчи Сăр шывĕн тепĕр çыранĕнче ĕçлеттĕмĕр. Мана тата хамăр ялти манран икĕ çул аслă Укапи Клавдийĕпе (пулас куммăшĕпе) иксĕмĕре унччен Кувакин районне кĕрекен Кладбищи (с 1962 г. с. Междуречье) текен яла вырнаçтарчĕç. Ир-ирех тăрса мĕн çĕрлеччен землянкăсемпе траншейăсем валли тăпра чаваттăмăр. Алăра – лум та кĕреçе. Хăшĕсем катмаксемпе шăннă çĕре кататчĕç. Çав виçĕ ĕç хатĕрĕсĕр пуçне урăх техника пулман. Ывăнса çитнипе ураран-ура иртместчĕ. Вăл та мар-ха чи хăрушши – чăтма çук сивĕччĕ, 40-45 градуса çитетчĕ. Мĕн чухлĕ çамрăк çын шăнса хĕне каймарĕ пуль çав вăхăтра! Аса илсен куççуль тухать, – юхакан тумламĕсене шăлнă май калаçать Маюк аппа. – Теприсен тăхăнмалли тумĕсем те лайăх та, ăшă та пулман. Çỹхе кĕпе-йĕм ỹт çумне пăрлансах ларатчĕ. Çапах чăтнă, çĕнтерĕве çывхартатпăр тесе хамăра-хамăр йăпатнă”.
Патшалăх хỹтĕлев комитечĕн тепĕр витĕмлĕ йышăнăвĕ фронт тĕлĕнче кăна мар, тылра та тăшман сывлăшран тапăнасран сыхланмалли эффективлă система туса хурассипе çыхăннă. Ноябрьтех пирĕнтен инçе мар Хусан хулинче ПВО çарĕсен пĕр подразделенине, Сывлăш сăнавĕ, хыпарлав тата çыхăну йĕркелекен (хайхи ВНОС), арçынсенчен тăракан 101-мĕш уйрăм батальон, туса хунă. Тинех нимĕç самолечĕсем тылра çар завочĕсем, складсем, кĕперсем тата чукун çулсем çине пĕр ассăр вĕçсе çитсе бомбăсем пăрахайман ĕнтĕ. Диверсантсене çитерме те, тĕрлĕ агитлистовка пăрахса çỹреме те майĕсем йывăрланнă.
1942 çулхи ака уйăхĕнче çак 101-мĕш батальонти арçынсене Чăваш Республикинчен çара илнĕ 500 хĕр улăштарнă. Малалла Маюк аппа каласа панинчен: “Апрелĕн 11-мĕшĕнче мана районти военкомата чĕнтерчĕç. Çурчĕ пирĕн почтăран инçе те марччĕ. Унтан яланах салтака каякансен хурлăхлă юррисем илтĕнетчĕç. Мĕншĕн иккенне малтан нимĕн те чухламан-ха. Çар комиссарĕ патне кĕретĕп. Çапла-çапла, фронтра лару-тăру питĕ йывăр. Çавăнпа хĕрсене те çара илмелли саккун тухнă, тет. Çавăнтах мана ыран мар тепĕр кунхине вăрçа кайма повестка тата комсомол райкомĕн путевкине тыттарчĕç…”

Аннем каласа панă тăрăх, Маюка ăсатма ял вĕçĕнчи мăкаçей кĕлечĕ патне Сăкăт ял халăхĕ йышлăн пухăннă. Халĕччен нихăш ĕмĕрте те, пĕр патша вăхăтĕнче те, темле саманара та ялтан вăрçа хĕрсене илсе кайни пулманран чылайăшĕ ĕсĕклесе йĕнĕ. Яла вуншар хура хут ярса панă ĕнтĕ: чылайăшĕн упăшки е ывăлĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă е хыпарсăр çухалнă. Йывăр аманса килнисем те пулнă. Çавăнпа вун тăххăрта пыракан, имшеркке хĕр каялла ырă-сывă таврăнасси иккĕлентерни каламасăрах паллă.

Н. ЛАРИОНОВ. Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ.
(Ноябрь-декабрь, 2017 çул)

heroes

Помогите рассказать всему миру о героях, которые принимали участие в строительстве Сурского и Казанского оборонительных рубежей

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.