1-копия

ата рождения: 1926-05-05
Место рождения: Чувашская Республика, Моргаушский район, д.Сидукассы

История трудового подвига:

Августăн 5-мĕшĕнче 1926 çулта Сидукасы ялĕнче çуралнă Юлия Сергеевна. 22 июньте 1941 çулта вăрçă пуçланчĕ. Эпĕ ун чухне 15 çулти хĕрача. 1941 çулта хĕлле окоп чавма илсе кайрĕç. Пирĕнпе пĕрле вăрçа кайман арçынсем те пулнă. Шăн çĕре чавма çăмăл пулман. Урари çăпатасем ĕпенсе ларачĕç. Çĕр каçмалли çурта çуран утаттăмăрччĕ. Çитсен çимеллине те пĕçермелеччĕ. Кăмака çумне хурса çăпатасене типĕттеттĕмĕрччĕ. Тăллисем хамăр ая сарса хурса çывăраттăмăр. Çимеллисем те çитмен. Тем те курнă çăмăл пулман каласа паратччĕ Юлия Сергеевна. Вăхăтсăр киле ямастчĕç. Тарса пытанма юраман тытса хупассипе хăрататчĕç. Сура хĕрринчен килнĕ хыççăн килте нумай усраман. Арçынсем çук майĕпе йăлăм вăрманĕнче нумай вăй хунă. Вăхăчĕ йывăр пулнăран Юлия Сергеевна 6 класс анчах вĕреннĕ. Мĕн курман пуль, вăрçă пуçланнăранпа килте ларман, вăй çитнĕ – çитмен ĕçе чупнă.

heroes

Помогите рассказать всему миру о героях, которые принимали участие в строительстве Сурского и Казанского оборонительных рубежей

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.