Елена-Ефимовна

Дата рождения: 1919-08-29
Место рождения: Канашский район, д. Шигали

История трудового подвига:

Ефимова Елена Ефимовна 1919-мӗш çулхи август уйӑхӗн 29-мĕшĕнче Канаш районне кĕрекен Шӑхаль ялĕнче Григорьев Ефим Григорьевичпа Анисимова Марфа Анисимовна ҫемйинче çуралса ӳснӗ. 1947-мӗш ҫулта Тури Сурӑмри Ильин Пётр Ильичпа ҫемье ҫавӑрнӑ.

1941 ҫулхи вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра Елена Ефимовна 22-ре пулнӑ. Октябрĕн 28-мĕшĕнче Сăр хĕрринче хӳтӗлев рубежӗ тума пуҫласан, ӑна та Улатӑр районĕнчи Киря таврашне вӑрман каснӑ ҫӗре янӑ. Уринче ҫӑпата, пир тӑлла, ҫийӗнче сӑхман пулнӑ. Ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗр каҫма вӗсене ҫывӑхри яла вырнаҫтарса тухнӑ. Ҫав ҫул хӗл чӑтма ҫук сивӗ пулнӑ. Ун чухне сивве, выҫҫа, йывӑрлӑха чӑтаймасӑр нумайӑшӗ чире кайнӑ. Теприсен, тӑхӑнмалли тумӗсем лайӑх та, ӑшӑ та пулман пирки, ҫӳхе кӗпе-йӗмӗсем ӳт ҫумне пӑрлансах ларни те пулкаланӑ. Ҫапах та, кирек мӗнле йывӑр пулсан та, хӑйсене уйӑрса панӑ нормисене кашни кунах пурнӑҫламалла пулнӑ. Унта каснӑ йывӑҫсемпе, чавнӑ окопсенче тӑпра каялла ишӗлсе анасран, хӗррисене ҫирӗплетнӗ. Январь уйӑхӗн вӗҫнелле ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ та, вӗсене пурне те килӗсене янӑ.

Елена Ефимовна 73 ҫула яхӑн пурӑннӑ, Тылпа Ӗç ветеранĕ медалӗсене тивӗҫнӗ. 1992-мӗш ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Канаш районĕ, Тури Сурӑм ялĕ.

heroes

Помогите рассказать всему миру о героях, которые принимали участие в строительстве Сурского и Казанского оборонительных рубежей

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.